Йӗпреҫ округӗнчи Кӗлӗмкассинче пурӑнакан Геннадий Федоровичпа Галина Степановна Гавриловсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем Йӗпреҫре иртнӗ Акатуйра паллашнӑ. Ун чухне вӗсем тӗрлӗ хор ушкӑнӗнче юрланӑ, Акатуйра коллективсем тупӑшнӑ.
Пӗрлешсен вӗсем виҫӗ ача, ҫуратса ӳстернӗ, вӗсем 5 мӑнук парнеленӗ. Ҫамрӑк чухне Галинӑпа Геннадий общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Пӗрле хор ушкӑнӗпе тӗрлӗ ял тӑрӑх та ҫӳренӗ вӗсем.
Йӗпреҫ округӗнче 52 ҫулти хӗрарӑм кӳршӗ ялти туя ӗлкӗрес тесе велосипед вӑрланӑ. Анчах вӑл унта пурпӗрех ҫитеймен.
Ҫурлан 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Ленино поселокӗнчи пӗр ҫурт умӗнче тӑракан велосипеда вӑрланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл унпа кӳршӗ ялти туя кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче велосипед ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, хӗрарӑм ӑна ҫырмана пенӗ. Кайран кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑран вӑл каялла таврӑннӑ.
Суд хӗрарӑма 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Йӗпреҫ округӗнчи Эконом ялӗнче канмалли питӗ илемлӗ вырӑн пур. Вӑл - «Хӑтлӑ картиш».
Ӑна Валентинӑпа Юрий Русковсем хута янӑ. Кунашкал кану вырӑнӗ пирки вӗсем тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Кивӗ фермӑна туянсан ӗмӗтне пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Халӗ унта - мунча, икӗ хӑна ҫурчӗ, банкет залӗ тата пулӑ тытмалли пӗве. Русковсем экзотикӑллӑ чӗрчунсен зоопаркне уҫасшӑн. Хальлӗхе уна понисем, чӑхсем, кӑрккасем пур.
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнче Кире юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса пӗтернӗ. Ӑна «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ.
Кӗпер ҫине плита хунӑ, гидроизоляцие улӑштарнӑ, ҫӗнӗ хӳтӗлев сийӗ тунӑ, диформациленнӗ ҫӗвӗсене ҫӗнетнӗ.
Кунсӑр пуҫне кӗперпе ҫӳреме хӑрушсӑр пултӑр тесе перилӑсем лартнӑ.
Чӑваш Енри 8 шкул вӗренӳ тытӑмӗнчи инноваци пултарулӑхне аталантарма 500 пин тенкӗлӗх грант илӗ. Кунашкал гранта ҫулсеренех параҫҫӗ.
Кӑҫал ку укҫана Шупашкрати 65-мӗш тата 47-мӗш шкулсем, Шупашкарти 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул тивӗҫнӗ.
Чӑвашла вӗрентес чи лайӑх практикӑшӑн Ҫӗмӗрле округӗнчи Хутар шкулӗ, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке шкулӗ грант илнӗ.
Ӗнер каҫхи 7 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал тата Ҫӗнӗ Выҫли ялӗсен хушшинчи ҫул ҫинче иномарка икӗ хӗрачана ҫапса кайнӑ. Вилмеллех. 2008 тата 2009 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем вырӑнтах вилнӗ. Ҫакӑ паллӑ: вӗсем ҫулпа утса пынӑ.
Иномарка рулӗ умӗнче 1998 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрне хулинче пурӑнакан ветеран Иван Ермолаев 105 ҫул тултарнӑ. Иван Васильевич Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1939 ҫулта ӑна салтака илнӗ. Киле таврӑнма ӗлкӗреймен - вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Вӑл Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӗве Хемниц хулинче кӗтсе илнӗ. 1946 ҫулта аслӑ старшинана демобилизациленӗ.
Иван Васильевича I степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.
Паян япӑх ҫанталӑка пула тӑватӑ округри 9 ялта ҫутӑ сӳннӗ. Пӗтӗмпе 2 пин ытла ҫын электроэнергисӗр юлнӑ.
Ҫутӑ Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш тата Элӗк округӗсенчи 1187 кил-ҫуртра ҫук. Ҫынсене электроэнерги парас тӗлӗшпе 8 бригада, 25 ҫын, 8 техника ӗҫлет. Ку ӗҫене ҫитес вӑхӑтра вӗҫлеме шантараҫҫӗ.
Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсене хавхалантарӗҫ. Вӗрентекен кунӗ тӗлне вӗсене 200 пин тенкӗ парӗҫ.
Вӗсен йышӗнче - Чӑваш Енри 11 педагог.
200 пин тенке Шупашкарти Татьяна Андреева, Михаил Зыков, Александр Григорьев, Елена Михайлова, Алевтина Калинина, Ирина Диарова, Анжелика Панкратова, Ҫӗмӗрле округӗнчи Татьяна Надеева, Йӗпреҫ округӗнчи Алена Ядрицова, Элӗк округӗнчи Альжбета Краснова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Екатерина Владимирова тивӗҫӗҫ.
Республикӑри 10 округ Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме хушма укҫа ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче - Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел округӗсем. Вӗсене пӗтӗмпе 4,5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа 2,85 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк ҫинчи Сосновский пултӑранне пӗтерме май парӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак наркӑмӑшлӑ курӑкпа кӗрешме 11,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |